Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫамрӑк ӗмӗт (Волгин В.)

Ҫур кунӗ хӗвел ҫутипе ялтӑрать-и,
Янрать-и тӳпе кайӑксен сассипе;
Ирхи уҫӑ ҫил ерипен калаҫать-и
Урам хушшинчи йывӑҫсен ҫулҫипе;

Шап-шур чечекре ларакан садсем ҫийӗн
Вӗҫет-и пыл хурчӗ сӗткен пуҫтарса;
Тулли кӑкӑрпа сывлакан тӗнче ҫийӗн
Анать-и хуллен каҫ чаршавӗ шуса;

Хавас хӗрипраҫӑн юрри ян каять-и
Ыр шӑршӑ саран шурӑ ҫӗмӗртлӗхре,
Маттур ӗмӗтпе хавхаланнӑ бригада
Тухать-и мала чунӗ савнӑ ӗҫре —

Этем хавалне те, тӗнче илемне те
Туллин эп туятӑп, Ҫӗршывӑм-анне!
Чӗнессӗм килет сӑввӑмпа ман пурне те:
— Ялан малалла! Коммунизм патне!

1949

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 23:23:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2621 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем